Контент патне куҫ

Эрех

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку ăнлава Шывкка тенипе арпаштармалла мар
Хĕрлĕ эрех черкки
Red and white wine 12-2015

Эрех (лат. vinum) — алкоголь ĕçми (хаярлăхĕ: натураллисен — 9-16 % çав., çирĕплетнисен — 16-22 % çав.), иçĕм е çимĕç-çырла сĕтекĕ туллин е пайĕпе спирта çити йӳçни (хăш чухне спирт е урăх япалалахсене хутăштарнипе — «çирĕплетнĕ эрех» ятлисем).

Эрехе тĕпчекен ăслăха энологи теççĕ.

Эрехсен классификацийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Эрехе иçĕмрен (этемлĕх кун-çулĕнче эрех тумалли пĕрремĕш çими) те, тĕрлĕ çимĕçрен тата çырларан (эрехĕн йӳнĕрех сорчĕсем) тăваççĕ.

Пахалăхĕпе тĕсĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Эрех тунă чухне çав тери нумай тĕрлĕ иçĕм тĕсĕпе усă кураççĕ. Чи анлăрах вĕсене хура (тăтăшах вĕсене хĕрлĕ теççĕ) тата шурă иçĕмрен туни енĕпе уйăраççĕ. Сăрĕпе вĕсем шурă, кĕрен тата хĕрлĕ сорчĕсем пулаççĕ.

Пахалăхĕпе тата хатĕрлӳ вăхăчĕн виçипе эрехе çапла пайлаççĕ:

  • çамрăккисем;
  • вăхăт тытманнисем;
  • вăхăтпа тытнисем;
  • марккăллисем
  • коллекцирисем

Спиртпа пылак шучĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раççей стандарчĕпе килĕшӳллĕ, этил спирчĕпе пылак шучĕпе эрехсене çапла уйăраççĕ:

  • Натуральлисем:
    • Пылаксăр эрехсем — ăслана пĕтĕмпех йӳçтерсе тунă эрехсем, юлнă пылакĕ 1 % ытла мар. (спирт — 9-13 % çав., пылак — 3 г/л çити)
    • Пылаксăррисем ятарлисем (спирт — 14-16 % çав., пылак — 3 г/л çити)
    • Çурма пылаксăррисем (спирт — 9-13 % çав., пылак — 5-30 г/л)
    • Çурма пылаклисем (спирт — 9-12 % çав., пылак — 30-80 г/л)
  • Ятарлисем (тепĕр майлă хаярлатнисем):
    • Пылаксăррисем (спирт — 14-20 % çав., пылак — 15 г/л çити)
    • Хаяррисем (спирт — 17-20 % çав., пылак — 30-120 г/л)
    • Çурма десертлисем (спирт — 14-16 % çав., пылак — 50-120 г/л)
    • Десертлисем (спирт — 15-17 % çав., сахар — 140—200 г/л)
    • Ликёрсем (спирт — 12-16 % çав., пылак — 210—300 г/л)
  • Ароматлисем (спирт — 16-18 % çав., пылак — 6-16 % çити)
Тĕп статья: Пыл (ĕçме)

Ятарлă эрехсем шутне çавăн пекех хăй тĕллĕн йӳçнĕ натуральлĕ пыл эрехĕсене те кĕртме пулать. Кусем — пыл тата чечек тутиллĕ вăтам пылак эрехсем. Этил спирчĕн шайĕ 13,3 — 15,5 % çав. Пыл эрехĕ — пăтранчăксăр çутă шĕвек, унта шупка сарă е ылтăн тĕс те çук. Эрех аромачĕн пуххинче натуральлĕ компонентсем: тĕхемсем, сиплев курăкĕсем, çырласем…

Европăри, Францири эрехсен классификацийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Эрех категорине пахалăх палли вырăнне хураççĕ. Фанцузи классификацинче эрехĕн тăватă категори: AOC, VDQS, апатлану эрехĕсем тата вырăнти эрехсем. Пĕрлĕ европа классификацинче икĕ категори — паллă регионта тунă паха эрехсем — VDPRD (AOC тата VDQS) тата апатлану эрехĕ (франци классификаципе апатлану эрехĕсене вырăнти эрехсемпе пĕрлештереççĕ).

Эрех тăваслăх тавралăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иçĕм çырли нумай çер-шывра ӳсет, çавăнпа та, мĕнпур Евразире (уйрăмах Францире, Италире тата Испанире); Çурçĕрпе Кăнтăр Америкăра; Африкăра (уйрăмах КАР-та); Австралире тата Çĕнĕ Зеландире, эрех туса кăлараççĕ.Эрех тăвас ĕç-пуç эталонĕ тесе историлле Францие хисеплеççĕ.

Патшалăхсенче эрех туни, 2005 çул.
Вырăн Патшалăх
(эрех тăваслăх статья каçи)
Туса кăларни
(тоннă)
1 Франци 5,329,449
2 Итали 5,056,648
3 Испани 3,934,140
4 АПШ 2,232,000
5 Аргентина 1,564,000
6 Китай 1,300,000
7 Австрали 1,274,000
8 КАР 1,157,895
9 Германи 1,014,700
10 Чили 788,551
11 Португали 576,500
мĕнпур патшалăхсен ят-йышĕ
Ӳкерчĕк:Сан Джиминьяно. Италия.JPG
Сан Джиминьянори эрех лавкки.

Греци эрехĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Грек этеплĕхĕнче эрех çав тери тĕп вырăн йышăннă пулнă, классика тапхăрĕнче Дионис сăнарне эрехĕн ясар туррин — çам ураллă Бахусăн (Вакхăн) — санарне куçарнă.


Эрех тăвакан грек ăстисем хаяр эрех хатĕрленĕ чухне пылпа питĕ ăнăçлă усă курнă, мĕншĕн тесен çак пахалатнă çутçанталăк пылаклăхĕ çеç эрехе кирлĕ хаярлăха çитерерт. Эрехе сăмалапа (resin) хутăштарса «рецина» хатĕрлес рецепта авалхи тапхăртан сыхласа çитернĕ, ун чухне тĕрлĕ ӳсентăран, хăмла, белладонна е дурман, пулас, эрехе кĕнĕ.Лемнос утравра Мускат Александрийски иçĕм сортран пылак эрех тăваççĕ.

  • Bordeaux ( Бордо )- Францире чи пысăк эрехтăваслăх ен. Бордо элекрен чи чаплă, чи хаклă эрехсем тума тытăнă. 1855 çулта Бордо енри эрехсен классификаци пулнă : хĕрлĕ пылаксăр эрехсем пиллĕк класа пайланă. Чи çÿлти класĕ - Premiers grand crus classes. Паян Bordeaux эрехĕ тĕрлĕ майлă пулать: хĕрлĕ пылаксăр, хĕрлĕ çур-пылаксăр, шурă пылаксăр, шурă çур-пылаксăр, шупка хĕрлĕ тата шурă е шупка хĕрлĕ игристое. Бордори Сăтерн тата Барсак енре (Sauternes,Barsac) чи пылак шурă эрехсем тăваççĕ. Бордори иçĕм çырла сорчĕсем : хĕрлĕ Каберне совиньон, Каберне фран, Мерло, Пти (пĕчĕк) вердо, Мальбек е Кот, Карменер; шурă Совиньон Блан, Совиньон Гри, Семийон, Мюскадель ( Мускат мар ), Мозак, Коломбар, Юни блан тата Онденк.
  • Bourgogne ( Бургунди )- Франци хĕвелтухăçĕн эрехтăваслăх енĕ. Тĕрлĕ эрехсем 10 иçĕм çырли сорчĕсенчен кăна тăваççĕ: хĕрлĕ - Пинă Нуар, Гамэ,Сезар тата Трессо; шурă - Шардоне, Алиготе, Пино Блан, Пино Гри, Мелон де Бургонь тата Совиньон Блан (2002 çултанпа). Бургунди енре чи хаклă хĕрлĕ пылаксăр эрех тăваççĕ: Romanee-Conti.
  • Chablis (Шабли) шурă пылаксăр эрех Шардоне иçĕмран тăваççĕ.
  • Alsace (Эльзас эрехсем) - Франци чи çурçĕрти эрехтăвакан енĕ.Чилайах шурă эрехсем тăваççĕ.
  • Champagne ( Шампанское ) -чашкăракан Шампань тăрăхра туни эрехĕ.

Итали эрехĕсем тĕнчипех сарăлнă.Чи паллă иçĕм сорчĕсем : Санджиовезе, Неббиоло,Треббьяно, Пинă Гри, Мальвазия тата Верментино

Раççей эрехĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Краснодар Ен - чи пысăк эрех тăваслăх ен. Паян Краснодар Енĕнче 60 % раççейри иçĕм çырлине ӳстереççĕ, 45 % эрех, 1/5 коньяк, 2/3 шампань тăваççĕ. Чи паллă эрех хуçалăхĕсем: Фанагори (Хăнакур), АПК Южный, Chateau Grand Vostok,Русская Лоза,Кубань-вино, Мысхако, Абрау-Дюрсо.
  • Ростов Ен. Паллă эрех хуçалăхĕсем: Цимлянь эрехĕ,Миллеровский винзавод, Винодельня "Ведерниковъ" ( Шурă эрех Ркацители иçĕмрен тунă "2009 Донская чаша" эрех MundusVini Ылтăн Паллăна (Нимĕç Патшалăхĕнче) тивĕçнĕ).
  • Дагестан -"Раççей коньякĕн Аслă Енĕ". Кунта ытларах Ркацители иçĕм çырлине ӳстереççĕ. Паллă коньяк тата эрех завочĕсем :

"Кизляр коньяк завочĕ", "Дербент коньяк завочĕ","Избербаш коньякĕ"," Дербентский комбинат игристых вин","Махачкалинский комбинат шампанских вин"

  • Rioja (Риоха)- чи паллă испани эрехтăваслăх ен. Кунта ытларах хĕрлĕ типĕ эрех Темпранильо ( Tempranillo/Tinto Pais/Cencibel) иçĕмран тăваççĕ.Шурă типĕ е çур-пылак Виура (урăхла Макабео теççĕ) иçĕмран тăваççĕ.
  • La Mancha (Ла-Манча) - тĕнчере чи пысăк эрехтăваслăх лаптăкĕ.Вăтам Испанире сăртлă ен.Ытларах кунта йÿнĕ "сĕтелри эрех" тăваççĕ.Иçĕм сортсем : хĕрлĕ - Темпранильо (ытларах) тата Гарнача Тинто; шурă - Айрен (Airen) тата Виура.

Германире чилайăш шурă эрехсем тăваççĕ.Анлă сарăлнă иçĕм сорчĕсем : Рислинг, Мюллер-Тургау тата Сильванер.Германире паха пылак "пăрлă эрех" - айсвайн тăваççĕ.

Эрех тумалли технологи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Эрехе ĕçес этеплĕх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Эрех нисепĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Эрех нисепĕ — сетел çине эрех лартмалли йĕрке, çаплах хăш эрехпе епле çимĕçпе апатланланас сĕнӳсем.

  • Апатланас умĕн, апат лайăх антăр тесе, яланхилле аперитив: мадера, херес, вермут… ĕçеççĕ;
  • Сĕтел шурă эрехне какай тата пулă апат патне лартаççĕ;
  • Натуральлĕ пылаксăр, çурма пылаксăр тата çурма пылаклă эрехе пахча çимĕçĕпе пĕрле ;
  • Сĕтел хĕрлĕ эрех така, пăру ашĕпе, сунар кайăкпа, килти кайăкпа, шашлыкпа, пловпа, буженинăпа пĕрле параççĕ;

Черккесене суйласа илни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Кантăкран тунă черкке

Кĕленче пăккине кăларни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ватăрах эрехе упраса тытмалла. Эрех кĕленчине штопорпа уçаççĕ. Пăра евĕрлипе уçма меллĕрех. Тĕрĕс йĕркепе, пăкăна витĕрех шăтарма юрамасть. Шурă эрехăн пăккине черккесене яриччен кăна кăлараççĕ. Хĕрлĕ эрехе ĕçес умĕн 30-40 минут маларах уçса эрехе сывлăшпа «сывлаттармалла».

6 çул ларнă хĕрлĕ эрехĕн тĕпĕ юлать.

Эрех тата сывлăх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Эрехĕн хĕрлĕ сорчĕсенче, тухтăрсем каланипе, антиоксидант чылай , çавна пула вĕсем сывлăхшăн питĕ юрăхлă. Иçĕмрен юхтарнă эрехе тăтăшах Хĕвел ĕçми теççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене иçĕм çырлине пуçтарăннă Хĕвел хăвачĕ пархатарлăхĕ сыхланса куçать. Натуральлĕ эрехсенче тĕрлĕ ферментсем, микроэлементсем, витаминсем тата урăх усăллă биологи енчен хастар япалалăхсем упранаççĕ.

Кивĕ Заветра "эрех" сăмахĕ 207 хут çырнă, "иçĕм чĕрĕ хула" - 62 хут.

"Çăтмахра пурăнакансем" ӳсĕлтермен çăтмах эрехне ĕçĕç (Коран, 56:19).

Кăсăклă фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тури чăвашсем (тĕслĕхрен, Элĕк районĕнче) эреке (илтĕнет — эреге) теççĕ. Тăнай пăлхарĕсен чĕлхинче ракки пулать.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Мишель Монтиньяк, "Чудесные свойства вин", Мускав, Оникс, 1999, ISBN 5-249-00163-7.
  • Род Филлипс. История вина.
  • Г. А. Шаповалов «Научно-обоснованные технологии промышленной переработки продуктов пчеловодства». Коломна,2003.
  • ГОСТ 7208-93. Вина виноградные и виноматериалы виноградные обработанные.
  • Вино. Иллюстрированная энциклопедия. Кристиан Каллем.