Шор чĕлхи, — шорсен чĕлхи. Ку чĕлхепе калаçакансем РаççейĕнКемерово облаçĕнче (Таштагол районĕ, Мыскипе Междуреченск хулисем) пурăнаççĕ. Çавăн пекех вĕсем Алтайăн çурçĕр енĕнче, Кузнецки Улатăвра, Томь юханшывăн хĕрринче, Хакасипе Алтай республикин чиккисем патĕнче пурăнаççĕ.
2002 çулхи çырав тăрăх ку чĕлхепе калаçакансен шучĕ 6 пин ытла пулнă. Икĕ диалект пур: 1920-1930-мĕш çулта усă курнă литература чĕлхи пек шутланнă мрас диалекчĕ, тата темиçе вырăнти калаçу çине пайланакан кондом диалекчĕ.
1885 çулта шорсен букварĕ тухнă. 1927 çулта кириллица çинче никĕслесе шорсен алфавитне хатĕрленĕ. 1929 çулта латиница çине куçас юхăм пуçласан вĕсен чĕлхи валли те латин саспаллисем çинче никĕсленекен алфавита тунă. Вăл 1938 çулччен усă курăннă, кайран вара каллех кириллица çинче никĕсленме пуçланă.