Контент патне куҫ

Суэц пымакĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице Суэ́ц пыма́кĕ[1] (арап. برزخ السويس, Эс-Сувайс[2]) — Евразипе (Синай çурутрвĕ) Африкăна çыхăнтарать. Хĕрлĕ тинĕсе Вăтаçĕр тинĕсĕнчен уйăрать, вĕсен хушши 116 км. Пымак ӳсентăрансăр тенĕ пекех хăйăр-чул пушхирĕ урлă выртать. Айлăмсем тăварлăх тата тăварлă кӳлĕсем, чи мăнни — Мăн Йӳçĕ кӳлĕ. Çутçанталăкра тăварсăр шыв çук. 1869 çулта пымак урлă Суэц каналĕ туса хунă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Словарь географических названий зарубежных стран / яв. редактор А. М. Комков. — 3-мĕш кăл., хуш. хат.. — М.: Недра, 1986.
  2. ^ Инструкция по передаче на картах географических названий арабских стран. — М.: Наука, 1966. — С. 28.