Контент патне куҫ

238 çул

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Çулсем
230 231 232 233 234 235 236 237 238
Вуннăçуллăхсем
210-мĕш220-мĕш230-мĕш240-мĕш250-мĕш
Ĕмĕрсем
II ĕмĕрIII ĕмĕрIV ĕмĕр
  • Консулсем: Гай Фульвий Пий тата Понтий Прокул Понтиан. Консул-суффект: Публий Лициний Валериан.
  • Ака — Африкăра Максимин лартса хăварнă прокурора велернĕ. Тиздрăра (хальхи Эль-Джем хулапа юнашар) императорсем тесе Гордиан консулярпа унăн Гордиан ывăлне пĕлтернĕ. Вĕсем Карфагена кайнă. Африкăпа Ливи Максиминран уйрăлнă. Сенат Максимина тапса антарнă пирки пĕлтернĕ, Гордиансене иккĕшне те августсем туса хунă.
  • Акак-çу — Рим императорĕсем Гордиан I, Марк Антоний (159—238), тата Гордиан II, Марк Антоний (191—238).
  • Ака — Максимин Итали еннелле кайнă, Альпăна каçнă. Çăвăн пуçламăшĕ — Гордиансене хирĕçле Нумидири вырăнти енçи Капеллиан ертсе пынă Августăн III легионĕ тата карфагенянсем тăнă. Капеллиан II Гордиана аркатнă, Гордианĕ вилсе кайнă. Гордиан I хăй çине хăйех алă хунă. Сенат Бальбина тата Максима сенаторсене августсем тесе пĕлтерет, çаплах халăх хистенипе III Гордиана, I Гордианăн мăнукне, цезарь тесе пĕлтерет.
  • Çу-утă — Рим иператорĕ Бальбин, Децим Целий Кальвин (178—238).
  • Çу-утă — Рим императорĕ Максим I, Марк Клодий Пупиен (164—238).
  • Çу, 238 çул — нарăс, 244 çул — Рим императорĕ Гордиан III, Марк Антоний (225, 20.1-244, 11.2). I Гордианăн мăнукĕ.
  • Максим вăрçăпа Максимин çине кайнă, Бальбин Римре юлнă. Максимин Италин çурçĕрĕнче Аквилее хупăрланă, анчах та нимĕн те тăвайман. Урса кайса хăйĕн çарпуçĕсене айăпласа вĕлернĕ. Унăн çар çыннисем хĕн тӳснĕ. 10.5 — Максимина салтакесем вĕлернĕ. Çу — Римре пăлхану. Преториансемпе халăх кĕрешнĕ. Риме вут-кăвар тивнĕ.
  • Утă — Капитолий амăртăвĕсем иртнĕ чухне салтаксем Максимпа Бальбин императорсене вĕлернĕ те август пулма Гордиана лартнă. Августăн III легионне аркатнă хыççăн салатнă. Карфагенсене лăплантарнă.
  • Герман йăхĕсем Хура тинĕс таврашĕнче империне тапăннă.
  • Ляодун кĕпернетĕрĕн Гунсунь Юанĕн пăлхавне пусарнă. Когурёзсем вэй çарĕсене пулăшнă.


Википеди Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья.
Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр