Юн ушкăнĕ

Юн ушкăнĕ — углеводсемпе белоксен ятарлă ушкăнĕсене идентификацилес меслечĕпе палăртнă чĕрчун эритроцисен мембранисенчи эритроцитăн индивидуал антиген пахалăхĕсене çырса кăтартни.
Çыннăн темиçе антиген системине уçнă.
Тĕпчев кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юн ушкăнне палăртмалли ăслай биохими никĕсĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çын эритроцитăн мембранинче 300 ытла тĕрлĕ антиген детерминанти, вĕсен молекула тытăмне хромосома локусĕсен ген аллелĕсемпе килĕшӳллĕ кодăланă. Çав аллелĕсен тата локуссен шучĕ халĕ те пĕтемпех паллă мар.
- «Юн ушкăнĕ» термин тĕрлĕ йышлă аллель генăсемпе (тĕслĕхрен, AB0 системăри A, B тата 0 пек) тĕрĕслесекен уçăмлă локуссемпе, эритроцит антигенĕсен системине пахалать. «Юн тĕсĕ» унăн антиген фенотипне (тулли антиген «портречĕ», е антиген профилĕ), юн ушкăн генĕсен пĕтĕм комплексĕн серологи çыравне, — юнăн пĕтĕм ушкăнлă антиген пахалăхĕсене кăтартать.
- Çын юн ушкăнĕн икĕ паллă классификацийĕ — AB0 системи тата резус-система.
Çаплах, урăх антигенсен 46 класĕ пулни паллă, çапах вĕсенчен чылайăшĕ, AB0 тата резус-фактор пек, пĕрмаях тĕл пулмаççĕ.
Юн ушкăнне тĕслени
[тӳрлет | кодне тӳрлет]AB0 системи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]...
Çыннăн юн плазминче α тата β агглютининсем, эритроцитсенче — A тата B агглютиногенсем пулма пултараççĕ, çав чухне A тата α белоксенчен пĕри кăна пур, çавăн пекех — B тата β белоксемшĕн те.
Çапла, усă курмалли тăватă комбинации пур; то, какая из них характерна для данного человека, определяет его группу крови[1]:
- α тата β: пĕрремĕш (0)
- A тата β: иккĕмĕш (A)
- α тата B: виççĕмĕш (B)
- A тата B: тăваттăмĕш (AB)
Rh-системи (резус-системи)
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Резус-фактор — антиген (белок), вăл хĕрлĕ юн телецĕсем (эритроцитсем) çийĕнче пулать. Ăна 1919 çулта упăте юнĕнче, каярах — çыннăн юнĕнче те — тупнă. 85 % яхăн европейсен (99 % индейсемпе азиатсен) резус-фактор пур, çапла ĕнтĕ пурлă резус-фактор шутланать. 15 % (7 % африкансен) çуккисен вара — çуклă резус-фактор. Резус-фактор çуралакан пепкен гемолитика сарамакĕ иммунăланнă амăшĕпе хырăмри пепкин юн пĕчĕк кĕлеткисен резус-хирĕçĕвне хормăлас чухне паллă ĕç тăвать. Резус-фактор — 40 антигенăллă сас паллисемпе, цифрăсемпе тата урăх символсемпе кăтартакан кăткăс система. Часах D (85 %), С (70 %), Е (30 %), е (80 %) тĕслĕ резус-антигенсем тĕл пулаççĕ — вĕсем чи хăват антигенлăхпа палăраççĕ. Резус-системин виçинче пĕр ятлă агглютининсем çук, анчах та вĕсем пулса тухма пултараççĕ, эхер те çуклă резуслă çынна пурлă резус юна ярса парсассăн.
Урăх системăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак саманта юн антиген системисен вуншар ушкăнне, çав шутра Дафф, Келл, Кидд, Льюис тата ур. Системисем, тĕпченĕ. Тĕпчесе палăртнă тата пахаланă юн ушкăн системисен йышĕ пĕрмаях ӳссе пырать.
Келл
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Келл (Kell) ушкăн системи шутне 3 юн ушкăнне —К—К, К—k, k—k — тăвакан 2 антиген кĕрет. Келл системин антигенĕсем хастарĕпе резус системи хыççăн иккĕмĕш вырăнта тăраççĕ. Вĕсем çире пурри, юн ярса панă чухне сенсибилизаци тума пултараççĕ; çуралакан пепкен гемолити чирĕ чухне тата гемотрансфузи йывăрлăхĕсем.[2]
Кидд
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кидд (Kidd) ушкăн системине 3 юн ушкăннне — lk (a+b-), lk (A+b+) и lk (a-b+)— тăвакан 2 антиген кĕрет. Кидд системин антигенĕсен çаплах изоиммуни хаклăхĕсем пур тата çуралнă пепкен гемолитипе чирлеме пултарать тата гемотрансфузи йывăрлăхĕсем пулса тухма пултараççĕ.
Даффи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Даффи (Duffy) ушкăн системине 3 юн ушкăнне — Fy (a+b-), Fy (a+b+) тата Fy (a-b+) — тăвакан 2 антиген кĕрет. Даффи системин антигенĕсем сайра чухне сенсибилизаци тата гемотрансфузи йывăрланăхĕсем тухма пултараççĕ.
MNSs
[тӳрлет | кодне тӳрлет]MNSs ушкăн системи кăткăсси пулать; вăл 9 юн ушкăнĕнчен тытăнса тăрать. Çак системăн антигенĕсем хастар, изоиммунлă антикĕлетке тума пултараççĕ, вăл вара юн ярса панă чухне пĕрлешенӳсĕрлĕхе илсе çитерет;
Пĕрлешĕнӳлĕх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]AB0 юн ушкăнĕсен пĕрлешенӳлĕх теорийĕ юн куçарса пама пуçланă чухне, Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче, донор юнĕ çав тери çителĕксĕр самантра, çуралать.

Донорсемпе реципиентсен юнĕ «пĕрлешенӳллĕ» юн ушкăнĕллĕ пулмалла. Раççейре пĕр ушкăнлă юна çеç куçарма пама юрать.
....
Реципиент | Донор | |||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|
O(I)Rh− | O(I)Rh+ | B(III)Rh− | B(III)Rh+ | A(II)Rh− | A(II)Rh+ | AB(IV)Rh− | AB(IV)Rh+ | |
AB(IV)Rh+ | X | X | X | X | X | X | X | X |
AB(IV)Rh− | X | X | X | X | ||||
A(II)Rh+ | X | X | X | X | ||||
A(II)Rh− | X | X | ||||||
B(III)Rh+ | X | X | X | X | ||||
B(III)Rh− | X | X | ||||||
O(I)Rh+ | X | X | ||||||
O(I)Rh− | X |
Плазма пĕрлешенӳлĕхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Реципиентăн юн тĕсĕ | Донор пулма пултарать | |||
---|---|---|---|---|
O | O | |||
A | O е A | |||
B | O е B | |||
АВ | Кирек епле юн ушкăнĕ |
Юн ушкăнне палăртни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]AB0 системипе юн ушкăнне палăртни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Проба на индивидуальную совместимость по системе AB0
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юн ушкăнĕн хыпарĕпе уса курасси
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юна ярса пани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Юн ушкăнĕсен çыхăнăвĕ тата сывлăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]АB0 юн ушкăнĕпе резус-фактор çершывсем тăрăх сарални
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕршыв | O+ | A+ | B+ | AB+ | O− | A− | B− | AB− |
---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Австрали[3] | 40 % | 31 % | 8 % | 2 % | 9 % | 7 % | 2 % | 1 % |
Австри[4] | 30 % | 33 % | 12 % | 6 % | 7 % | 8 % | 3 % | 1 % |
Бельги[5] | 38 % | 34 % | 8,5 % | 4,1 % | 7 % | 6 % | 1,5 % | 0,8 % |
Бразили[6] | 36 % | 34 % | 8 % | 2,5 % | 9 % | 8 % | 2 % | 0,5 % |
Канада[7] | 39 % | 36 % | 7,6 % | 2,5 % | 7 % | 6 % | 1,4 % | 0,5 % |
Дани[8] | 35 % | 37 % | 8 % | 4 % | 6 % | 7 % | 2 % | 1 % |
Эстони[9] | 30 % | 31 % | 20 % | 6 % | 4,5 % | 4,5 % | 3 % | 1 % |
Финлянди[10] | 27 % | 38 % | 15 % | 7 % | 4 % | 6 % | 2 % | 1 % |
Франци[11] | 36 % | 37 % | 9 % | 3 % | 6 % | 7 % | 1 % | 1 % |
Германи[12] | 35 % | 37 % | 9 % | 4 % | 6 % | 6 % | 2 % | 1 % |
Китай[13] | 40 % | 26 % | 27 % | 7 % | 0,31 % | 0,19 % | 0,14 % | 0,05 % |
Исланди[14] | 47,6 % | 26,4 % | 9,3 % | 1,6 % | 8,4 % | 4,6 % | 1,7 % | 0,4 % |
Ирланди[15] | 47 % | 26 % | 9 % | 2 % | 8 % | 5 % | 2 % | 1 % |
Израиль[16] | 32 % | 34 % | 17 % | 7 % | 3 % | 4 % | 2 % | 1 % |
Çĕнĕ Зеланди[17] | 38 % | 32 % | 9 % | 3 % | 9 % | 6 % | 2 % | 1 % |
Норвеги[18] | 34 % | 42,5 % | 6,8 % | 3,4 % | 6 % | 7,5 % | 1,2 % | 0,6 % |
Польша[19] | 31 % | 32 % | 15 % | 7 % | 6 % | 6 % | 2 % | 1 % |
Сауд Аравийĕ[20] | 48 % | 24 % | 17 % | 4 % | 4 % | 2 % | 1 % | 0,23 % |
Испани[21] | 36 % | 34 % | 8 % | 2,5 % | 9 % | 8 % | 2 % | 0,5 % |
Швеци[22] | 32 % | 37 % | 10 % | 5 % | 6 % | 7 % | 2 % | 1 % |
Нидерландсем[23] | 39,5 % | 35 % | 6,7 % | 2,5 % | 7,5 % | 7 % | 1,3 % | 0,5 % |
Турци[24] | 29,8 % | 37,8 % | 14,2 % | 7,2 % | 3,9 % | 4,7 % | 1,6 % | 0,8 % |
Аслă Британи[25] | 37 % | 35 % | 8 % | 3 % | 7 % | 7 % | 2 % | 1 % |
АПШ[26] | 37,4 % | 35,7 % | 8,5 % | 3,4 % | 6,6 % | 6,3 % | 1,5 % | 0,6 % |
AB0 юн ушкăнĕсен еткерлĕвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]В наследовании групп крови есть несколько очевидных закономерностей:
- Эхер те çуратакансен пĕрин те пулин I(0) юн ушкăнĕ, вĕсен ачисен IV(AB) юн ушкăнĕ çуралма пултараймасть, теприн кирек епле юн ушкăнĕ пулсан та.
- Эхер те çуратакансен (ашшĕпе амăшĕн) пĕрин I ушкăн юнĕ, вĕсен ачисен I ушкăн юнĕ кăна пулма пултарать.
- Эхер те çуратакансен пĕрин II ушкăн юнĕ, вĕсен ачисен II е I ушкăн юнĕ кăна пулма пултарать.
- Эхер те çуратансен пĕрин III ушкăн юнĕ, вĕсен ачисен III е I ушкăн юнĕ пулма пултарать.
- Эхер те çуратансен пĕрин IV(AB) ушкăн юнĕ, вĕсен ачисен I(0) ушкăн юнлĕ ача çуралма пултараймасть, теприн çуратанĕн кирек епле ушкăн юнĕ пулсан та.
- Эхер те ашшĕпе амăшĕн пĕрин II е III, теприн ылмашуллă III е II ушкăн юнĕ пулсан, вĕсен ачисен кирек епле ушкан юнĕ пулма пултарать.[27]
Урах варианчĕсене таблицăра кăтартнă:
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Çакăн пек нумерлессине Раççейре йышăннă. АПШ-ра вăл урăхла пулнă. Пăтрашăнуран тухас тĕллевпе, АПШ-па Европăра (Раççейсĕр пуçне) цифрăпа нумерлессинчен AB0 нотацине куçрĕç.
- ^ «Группы крови системы Kell», Москва, 2006, 180 с авт. С. И. Донсков, И. В. Дубинкин.
- ^ Blood Types — What Are They?, Australian Red Cross
- ^ Austrian Red Cross — Blood Donor Information
- ^ Rode Kruis Wielsbeke — Blood Donor information material 2010 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Tipos Sanguíneos
- ^ Types & Rh System, Canadian Blood Services 2014 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Frequency of major blood groups in the Danish population.
- ^ Veregruppide esinemissagedus Eestis 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Suomalaisten veriryhmäjakauma 2012 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Les groupes sanguins (système ABO) (French). Centre Hospitalier Princesse GRACE - Monaco. C.H.P.G. MONACO (2005). Тĕрĕсленĕ 15 Утӑ уйӑхӗн 2008.
- ^ de:Blutgruppe#Häufigkeit der Blutgruppen
- ^ Blood Donation, Hong Kong Red Cross 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Blóðflokkar
- ^ Irish Blood Transfusion Service/Irish Blood Group Type Frequency Distribution 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ The national rescue service in Israel
- ^ What are Blood Groups? — NZ Blood
- ^ Norwegian Blood Donor Organization 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Regionalne Centrum Krwiodawstwa i Krwiolecznictwa we Wrocławiu
- ^ Fequency of ABO blood groups in the eastern region of Saudi Arabia 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Federación Nacional de Donantes de Sangre/La sangre/Grupos 2010 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Frequency of major blood groups in the Swedish population. 2010 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Voorraad Erytrocytenconcentraten Bij Sanquin (Dutch). Тĕрĕсленĕ 27 Пуш уйӑхӗн 2009.
- ^ Turkey Blood Group Site. 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Frequency of major blood groups in the UK. 2009 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Blood Types in the U.S. 2010 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Среднестатистически. Но у каждой конкретной пары ребёнок наследует только родительские генотипы, таким образом, при отсутствии у одного родителя аллеля 0 их дети не могут родиться с I группой.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Юн ушкăнне улăштарма пулать 2009 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- Австрали хĕрачин пĕвере улăштавнă хыççăн юн ушкăнĕ улшăннă 2008 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Тĕрлĕ халăхсен юн ушкăнĕн таблици
- Тĕнчере юн ушкăнĕ саралнин картти 2009 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.