Свевсем
Свевсем, е свебсем (лат. Suevi, Suebi), — пирĕн эрăчченхи I ĕмерпе пирĕн эрăри II ĕмĕр хушшинче Эльба, Майн, Неккар, Тури Рейн юханшывсен тăрăхĕнче пурăннă герман йăхĕсене пĕтĕмĕшле палăртакан халăх ячĕ. Свевсем шутне семнонсене, маркомансене, гермундурсене, квадсене тата ытти йăхсене кĕртеççĕ.
Ку халăха чи малтан Цезарь асăннă. Пирĕн эрăчченхи 71-мĕш çулта вĕсем Рейн урлă каçса Галли çĕрĕнче тĕпленме шутланă. Пирĕн эрăчченхи 58 çулта вара Цезарь свевсен çарне çапса аркатнă. Лешсене Ариовист ертсе пынă пулать.
Тацит вара Балтика тинĕсĕпе Танай хушшинчи пур йăхсене те свев тесе шутланă. Балтика тинĕсне те вăл Свев тинĕсĕ (Mare Suebicum) тенĕ. Каярахпа вара свевсене ытлах асăнсах каймаççĕ. Ытларах йăхсене уйрăмшарăн асăнма тытăнаççĕ. Хăш-пĕр чухне свев тесе квадсене асăнаççĕ. Свевсенчен кайран алемансем пулса кайнă курăнать.
Свевсем хальхи чылай Европа халăхĕсен аслашшĕсем пулаççĕ. Австрсенче, нимĕçсенче, испансенче, португалсенче, голландсенче тата ытти халăхра вĕсен юнĕ юхать.
Свевсен патшалăхĕ Испанире (409—585)
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Исидор Севильский История свевов
- Колосовская Ю. К. Рим и мир племен на Дунае I—IV вв. н. э. М.: Наука, 2000. 2009 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Колосовская Ю. К. Дунайские племена и их войны с Римом 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Циркин Ю. Б. 2006: Античные и раннесредневековые источники по истории Испании. СПб.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Свевсем Викиампарта? |
Герман йăхĕсем | |
---|---|
Алемансем • Англсем • Батавсем • Бургундсем • Вандалсем • Вестготсем • Гепидсем • Герулсем • Готсем • Гётсем • Дансем • Квадсем • Кимăвăрсем • Лангобардсем • Маркомансем • Неметсем • Остготсем • Ругсем • Сакссем • Свевсем • Свейсем • Скирсем • Таифалсем • Тевтонсем • Тенктерсем • Франксем • Хаттсем • Херусксем • Ютсем Йăх пĕрлешĕвĕсем: Ингевонсем • Истевонсем • Герминонсем
|