Кола (хула)
Курӑнакан калӑплав
Кола | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Мурманск облаçĕ |
Никĕсленĕ: | 1264 |
Хула, çултан: | 1784 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 10,8 (2005) |
Хула лаптăкĕ: | км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 68°53′ ç. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 33°03′ х.т. д. |
Кола, — Раççейĕн çурçĕр енче вырнаçнă хула, Мурманск облаçĕн Кола районĕн административлă тĕпĕ. Мурманскран 12 çухрăмра ларать. Хула вырнаçнă çĕртре Колăпа Тулома юханшывĕсем пĕрлешеççĕ. Кола заливĕ те аякрах мар.
Хула кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку вырăнта çынсем икĕ пин çул каяллах пурăннă. Ал çырăвĕсенче хулана чи малтан 1264 çулта асăннă. Хула ячĕ çывăхри Кола юханшыв ятĕнчен пулса кайнă тесе шутлаççĕ (финн-угр чĕлхинче «Кульйоки» — «пулăллă шыв» пулать).
1854 çулта, Крым вăрçи вăхăтĕнче, хулана акăлчансем тĕппипе çунтарса янă пулнă, чулран купаланă Благовещенски соборĕпе казначейство çурчĕ кăна сыхланса юлнă пулнă.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хулан официаллă сайчĕ 2012 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.