Контент патне куҫ

Вольфрам

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Вольфрам/Wolframium (W)
Атом номерĕ 74
Ансат япалалăхăн курăмĕ Шурă е тимĕр тĕслĕ çирĕп пысăк тăмпертатурăра ирĕлекен метал
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
183,84 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ 141 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
769,7 (7,98) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ [Xe] 4f14 5d4 6s2
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус 170 пм
Ион радиусĕ (+6e) 62 (+4e) 70 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
1,7
Электрод потенциалĕ W ← W3+ 0,11 В
W ← W6+ 0,68 В
Оксидлав капашĕсем 6, 5, 4, 3, 2, 0
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх 19300 кг/м³ 19,3 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш 24,27[1] Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх 173 Вт/(м·K)
Шăрану температури 3422  °C, 3695 K
Шăраннин пайлавла ăшши 191 кДж/кг 35 кДж/моль
Вĕрев температури 5555  °C, 5828 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ 4482 кДж/кг 824 кДж/моль
Моль калăпăшĕ 9,53 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕ кубическая
калăпăшĕпецентăрланă
Решетке периочĕ 3,160 Å
c/a танлашăнни n/a
Дебай температури 310,00 K
W 74
183,84
4f145d46s2
Вольфрам

Вольфрам —Элементсен периодикăллă системин хими элеменчĕ, авăр хисепĕ 74, символĕ W (лат. Wolframium), хытă сăрă куçăмлă металл.

Элементăн Wolframium ячĕ вольфрамит минералтан килет, вăл XVI ĕмĕрте «кашкăр кăпăкĕ» — «Spuma lupi» латтыньле, е «Wolf Rahm» нимĕçле ятпа палăртнă. Вольфрам,тăхлан тăприсемпе пĕрле тухса, тăхлана шăратса кăларма чăрмантарнă — кăпăклă çунăка куçăрнă («кашкăр сурăха кăшланă пекех тăхлана пĕтерет» тенĕ).

Халĕ АПШ, Аслă Британи тата Франци çĕршывĕсенче вольфрама «tungsten» (шв. tung sten - «йывăр чул») ятпа палăртаççĕ.

Вольфрамăн çĕр айĕнчи управĕсене Боливире, Китайра (тĕнчери 75% вольфрама тупăçлать), Португалире, Раççейре, АПШра тата Кăнтăр Корейра тупнă.

Вольфрама тăпраллă концентратсенчен WO3 триоксида уйăрса кăлараççĕ, хыççăн металлă çăнăха çитиччен водородпа 700 °C температурăра çĕнетеççĕ. Вольфрамăн шăрану температури çӳллĕ пирки çăнăхлă металлурги меслечĕпе усă кураççĕ: тупăшланă çăнăха пăчăртаççĕ, атмосферăра водородпа 1200 — 1300 °C температурипе пĕçертеççĕ, кайран ун витĕр электрический ток яраççĕ. Металла 3000 °C тарин ăшăтаççĕ, çакăн чух монолитлă материал пиçет. Малашнехи тасатупа монокристалл хормиллĕ зонăллă шăрану мелĕпе тăваççĕ.

Физика пахалăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вольфрам — çутă кăвак металл, çӳллĕ температурăра çеç шăранма тата вĕреме кĕрет.

Изотопĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Тĕп усă курмалли — металлургире йывăр шăранакан материалсенче. Шăрантару енчен питĕ хивре, яланхиллĕ чухне хими енчен çирĕп.

Металлă вольфрам

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Мăран шăранăвне тата çемçелĕхне пула вольфрамран çутă хатĕрĕсенчи (приборĕсенчи) хĕртӳллĕ çипĕсене тăваççĕ, çаплах кинескопра тата вакуумлă урăх кĕпçесенче те усă кураççĕ.

Ытти çĕрте усă курни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Искусствăллă радионуклида 185W япаласене тĕпченĕ чух радиохастар тĕлли вырăнĕнче усă кураççĕ.

Изотопĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çутçанталăкри вольфрамăн пилĕк изотопĕ (180W, 182W, 183W, 184W и 186W). Искусствăллă 27 радионуклидне хĕртсе кăларнă. 2003 çулта çутçанталăкри вольфрамăн çав тери хавшак радиохастарлăхне тĕпчесе уçнă (пĕр грамм шутне çулта икĕ аркану çеç), α-хастарлăхпа çыхăннă 180W, унăн çурма аркану тапхăрĕ 1,8×1018 çул.

Вольфрам пасарĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

99% таса металлă вольфрам штабикĕсем 2006 çулта пĕр килограмм вăтамран 45—50 АПШ долларĕпе хакланă.

Биологири ĕç вырăнĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вольфрамăн биологиллĕ пахи çук. Волфрам тусанĕ ӳпкесене, кăкăра тата пыра лексен ĕсĕклентерет.

Асăрхатарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Редкол.:Кнунянц И. Л. (гл. ред.) Химическая энциклопедия: в 5 т.. — Советская энциклопедия. — Т. 1. — 100 000 экз.