Паянхи сăн — Википедин кашни чĕлхе уйрăмĕнчи пĕрлехи проекчĕ. Викискладра кашни кун валли пĕр ӳкерчĕке суйласа илеççĕ. Википедин чылай уйрăмĕ ăна тĕп страницăра вырнаçтарать, пысăк уйрăмсенче вара вĕсене юрăхлă статьясене кĕртсе лартаççĕ.
Кун сăнне епле хушмалла?
Кашни кун мĕнле сăн пуласси пĕр çур уйăх малтанах паллă. Вĕсене викискладра тупма пулать: Викискладри «Паянхи сăн». Унта ăна темиçе чĕлхе çине куçараççĕ. Аяларах эсир çывăх вăхăт валли хатĕрленĕ списоксене курма пултаратăр:
Аяларах вырнаçнă ӳкерчĕксем çак уйăхра «паянхи сăн» е пулнă, е пулмалла кăна. Енчен те ӳкерчĕк вырăнне "Шаблон:Potd/2007-11-29" евĕр çырни кăна пулсан — вăл кунхи сăна никам та хушма ĕлкереймен. Эсир çӳлĕрех кăтартнă каçă урлă каçса унтан копилесе кĕртме пултаратăр: кирлĕ куна тупăр, «Улăштар» (е «Ăнлантару») çине пусăр, шаблонри текста копилĕр те пирĕн уйрăма кĕртсе лартăр. Ăнлантарăвĕ хатĕр пулсан ăна та копилесе кĕртме пулать.