Контент патне куҫ

Алабастрон

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ырӑ шӑршӑ тытмалли алабастрон

Алабастрон (ав.гр. ἀλάβαστρον) — Авалхи Грецири груша е цилиндр евӗрлӗ тӑсӑлчӑк ҫавра тӗплӗ савӑт, вӗсем тӑмран е кӗленчерен пулнӑ. Ритона хирӗҫ, алабастрон тӳррӗн тӑраять.

Алабастронсемпе ытларах хӗрарӑмсем ырӑ шӑршӑллӑ шӗвексене тытма усӑ курнӑ. Арсынсем арибалла тенӗ савӑтсемпе усӑ курнӑ.

Алабастронсене Египет савӑт-сапине пӑхса тунӑ, ятне унта вӗсене алебастртан ӑсталанӑ пирки панӑ.

Алабастронсене Крит утравӗ ҫинчи Кносс тата Фест некрополӗсене чавса тӗпченӗ вӑхӑтра тупнӑ; вӗсем пирӗн эрӑччи 1900—1300 ҫҫ. пулса тухнӑ, вӗсене кермен мелӗнчи кайӑксен, пулӑсен тата ыт.те. ӳкерчӗкӗсемпе капӑрлатнӑ.