Warner Bros.
Warner Bros. | |
Никĕсленĕ çул | 1923 |
---|---|
Вырнаçнă |
![]() |
Отраçлĕ | кинематограф |
Веб-сайчĕ | https://www.warnerbros.com/ |
Warner Bros. — АПШ киностудийĕ, Бербанк хулинче.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Компание тăватă Уорнер тăван ятне панă: Гарри (Гирш Вонсколасер) (1881—1958), Альберт Уорнер (Аарон Вонсколасер) (1883—1967), Сэм Уорнер (Шмуль Вонсколасер) (1887—1927) тата Джек Уорнер (Ицхак Вонсколасер) (1892—1978). Вĕсен ашшĕпе амăшĕ Раççей империнчен (хальхи Красносельц поляк ялĕнчен) АПШ-на (Англипе Канада урлă) килнĕ.
Виççĕшĕ аслисем киноиндустрипе 1903 çултах хăтланнă, демонстрируя фильмы в шахтёрских городах Пенсильванипе Огайо штачĕсен шахтёр хулисенче фильмсем кăтартнă. Çав çултах вĕсем Нью-Касл хулинче хăйсен пĕрремĕш «Каскад» кинотеатрне уçнă.
1904 çулта тăвансем Duquesne Amusement & Supply Company (Warner Brothers умĕнхине) компание никĕсленĕ, фирма фильмсене сутнă. Темиçе çул хушшинче компани территорийĕ тăватă штата çити сарăлнă.

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи пуçланиччен тăвансем хăйсем фильмсем çапса илме тытăннă, 1918 çулта вара Сансет бульварĕнче (Голливуд) Warner Bros. Studio студие уçнă. Сэмпе Джек кинофильмсене çапнă, çав вăхăтра Гаррипе Альберт Нью-Йоркра финанс ĕçĕпе тăрмашнă. 1923 çулта вĕсем Warner Brothers Production корпорацие пĕрлешĕннĕ.
Фильмсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Матрица (1999)
- Гарри Поттер и философский камень (2001)
- Александр (2004)
- 300 спартанцев (2006)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Официаллă сайт
- Warner Bros.(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- Видеоканал Warner Bros. Pictures YouTube видеохостинг сервисĕ çинче