Чĕкĕнтĕр
Курӑнакан калӑплав
- Ку ăнлава Кăшман тенипе ан пăтраштарăр
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Чĕкĕнтĕр (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Кăшман (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Чĕкĕнтĕр (лат. Béta vulgáris, выр. Свёкла) - Пӗр ҫулхи, ик çулхи тата нуммай ҫулчен ӳсекен курăк. Хăш пĕр чăвашсем «Кăшман» теме пултараççĕ.
Чĕкĕнтĕрĕн ак çакнашкал айтĕсĕсем пур:
- Выльăх кăшманĕ (е выльăх чĕкĕнтĕрĕ, анчах та ку диалектла çаврăнăш шутланать)
- Чĕкĕнтĕр хăй (хĕрлĕ чĕкĕнтĕр е, питех те сайра, хĕрлĕ кăшман та теме пултараççĕ)
- Сахăр кăшманĕ (е сахăр чĕкĕнтĕрĕ, анчах та ку диалектла çаврăнăш шутланать)
«Шĕкентĕр» тесе («чĕкĕнтĕр» мар!) кишĕре калама пултарççĕ. Анчах та ку диалект сăмахĕ çеç.