Контент патне куҫ

Сардини

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Сардини
Sardegna
Ӳкерчĕк:Sardegna-Bandiera.png
Зона: Утравлă Итали
Тĕп хула: Кальяри
Лаптăк: 24 090 км²
Пурăнан халăх: 1 643 096 çын
Халăх йышлăхĕ: 68 çын/км²
Провинцисем: Кальяри, Карбония-Иглезиас, Медио-Кампидано, Нуоро, Ольястра, Ольбия-Темпио, Ористано, Сассари
Коммунăсем: 377
Пуçлăх: Francesco Pigliaru  с 24.2.14
Ӳкерчĕк:Sardegna-Mappa.png
Официаллă сайт


Сардиния
Сардиния

Сарди́ни (итал. Sardegna, сард. Sardigna, кат. Sardenya, исп. Cerdeña [θerdeɲa]) — Вăтаçĕр тинĕсри утрав, Аппенин çурутравĕнчен анăçалла, Сицилипе Корсика утравĕсем хушшинче вырнаçнă, калăпăшĕпе асăннă тинĕсре иккĕмĕш пулать. Сардини Италин автономлă регионĕ (автономлă облаçĕ) (итал. Regione Autonoma della Sardegna, сард. Rezione Autònoma de sa Sardigna).

Итали чĕлхисĕр пуçне, Сардинире Сардини чĕлхипе калаçăççĕ. Сардини чĕлхи, Европа Пĕрлешĕвĕнче регион чĕлхин статусĕнче пулин те, майĕпен итали чĕлхине çӳл парсах пырать.

Нураги тапхăрĕнче утрав çинче пурăннă сардсем ăçтан пулса тухни паллă мар, хăш икĕпат тĕпчевçисем (В. Б. де Руже, Ф. Ж. Шаба тата урăххисем) сардсене «тинĕс халăхĕсен» шардана йăхĕпе çыхăнтараççĕ, вĕсем Мернептах тата Рамсес III (пирĕн эрăччен XIII—XII ĕмĕрсем) тапхăрĕнче Икĕпата çĕнтерсе илесшĕн хăтланнă, анчах та çак шухăшпа пурĕ те килĕшмеççĕ.

Пирĕн эрăччен VII ĕмĕрте САрдиние финикисем колонилеме тытăнаççĕ. Пирĕн эрăччен 535 çулта утрав Карфаген пăхăнăвне кĕрет, пирĕн эрăччен 238 çулта Рим, Карфагенри тара илнисем, ливисем тата чурасем пăлханнин саманчĕпе усă курса, Сардиние ярса илет.

V ĕмĕрте Сардиние вандалсем çĕнтерсе илеççĕ, çапах та VI ĕмĕрте Велизарий вандалсене хирĕçле карфаген кампанинче утрава Висанти шутне тавăрать.

1326 çултанпа Арагон ăрăвĕн тытăмĕнчи Сардини Испание пăхăнса тăнă.

Утрав çинчи тĕп юханшывсем:

Климачĕ типĕ, субтропик (вăтаçĕртинĕс), кăрлачри вăтам температури 7—10°С, утăри 24—26°С. Нӳрĕк ытларах хĕлле ӳкет, 600 мм айлăмсенче, 1000 мм в –ту çинче.


Порто-Весме хулинче алюмини тăвакан пысăк завод ĕçлет. Сурăх чăкăтне пĕçерекен тĕп районĕсем Сардинире вырнаçнă.

Шаблон:Тĕнче океанĕн геостратеги вырăнĕсем


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.