Контент патне куҫ

Олдос Хаксли

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хаксли хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Олдос Хаксли
Aldous Huxley
Ӳкерчĕк:Олдос Хаксли.jpg
Хаксли 1925 çулта
Çуралнă чухнехи ят: Олдос Леонард Хаксли
Çуралнă вăхăт: 1894, утă, 26
Çуралнă вырăн: Годалминг, Суррей, Англи, Аслă Британи
Вилнĕ вăхăт: 1963, чӳк, 22
Вилнĕ вырăн: Лос-Анджелес, АПШ
Ĕçлев тĕсĕ: XX ĕмĕрти британ çыравçи

О́лдос Ле́онард Ха́ксли (акăл. Aldous Huxley; 26.7.1894, Годалминг, Суррей, Англи, Аслă Британи — 22.11.1963, Лос-Анджелес, АПШ) — акăлчан çыравçи, новеллăçĕ тата философĕ. «Асамлă çĕнĕ тĕнче» паллă антиутопи-романăн авторĕ.

Ашшĕпе амăшĕ кăкĕпе британсен культура элитинчен тухнă. Вĕсен йăхĕнче палăрнă ăсчахсем, çыравçăсем ӳкерçĕсем пулнă. Ашшĕ — Леонард Хаксли çыравçă, маçаккăшĕ — Томас Генри Хаксли биолог; амăшĕ енчен Арнолд Томас куккăшĕн ашшĕ историк тата педагог, çаплах амăш енчен тăванĕ — Мэтью Арнолд çыравçă. Хаксли пиччĕшĕ — Джулиан тата пĕр варта выртнă шăллĕ Эндрю паллă биологсем пулнă.

Олдос вунвиççĕре чухне амăшĕ онкологи чирĕпе асапланса вилет. Виçĕ çул иртсен, Итонра вĕреннĕ чухне, Олдосăн куçĕ чирлесе кайнă, вара унăн пĕр куçĕ суккăрланнă та темиçе çул хушши тепер куçĕ те кун çутине курман. Куç чирне пула Олдос Брайль азбукине алла илнĕ. Çак амака пула ăна Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи тапхăрĕнче вăрçă хĕсметĕнчен хăтарнă. Куç курăмне тӳрлетӳ хăтланăвне Олдос каярах «Кураслăх ӳнерĕ» (The Art of Seeing, 1943) брошюринче çырса кăтартнă.

Хăйĕн пичетлемен пĕрремĕш романне Хаксли вунçиччĕре хайланă. Вăл литературăна Оксфордри Баллиоль колледжĕнче вĕреннĕ. Çирĕм çула кайсан вара Хаксли çыравçă пулса пурăнма шут тытать.

Пайăр пурнăç

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Мария Хаксли (Нис). Фотограф леди Оттолайн Моррелл. 1921

1919 çулта Хаксли Мария Нис (Maria Nys, 10.9.1899 — 12.2.1955) бельги хĕрне качча илнĕ. Вĕсен 1920 çулта Мэтью ывăл çуралнă, çитĕңсен вăл паллă эпидемиолог пулса тăнă[1]. 1955 çулта Мария кăкăрти рака пула вилнĕ.

Библиографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Калавсемпе новеллăсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Губерт и Минни»
  • «Юный Архимед»
  • «Чоудрон»
  • «Целительный отдых»
  • «Клакстоны»
  • «После фейерверка»
  • «И не было с тех пор конца их счастью»
  • «Евпомп числами придал величие искусству живописи»
  • «Кинфия»
  • «Книжная лавка»
  • «Смерть Лалли»
  • «Сэр Геркулес»
  • «Улыбка Джоконды»
  • «Банкет в честь Тиллотсона»
  • «Зелёные туннели»
  • «Монашка к завтраку»
  • «Небольшая мексиканочка»
  • «Баночка румян»
  • «Портрет»
  • «Субботний вечер»
  • «Монокль»
  • «Волшебница крёстная»
  • «Фарсовая история Ричарда Гринау»
  • «Счастливые семейства»

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Patricia Sullivan Author, NIMH Epidemiologist Matthew Huxley Dies at 84 (акăлч.). Washington Post (2005-02-17). Тĕрĕсленĕ 6 Раштав уйӑхӗн 2013.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Вандерхилл Э. Мистики XX века.Энциклопедия / Пер. с англ. Д. Гайдук. — М.: МИФ: Локид, 1996. — ISBN 5-87214-023-3
  • Рабинович В. С. Олдос Хаксли: эволюция творчества. Екатеринбург, 1999.
  • Редина О. Н. «Роман идей» Олдоса Хаксли. Москва, 1999.
  • Шадурский Максим. Литературная утопия от Мора до Хаксли: проблемы жанровой поэтики и семиосферы. Обретение островa. Москва, 2007.