Ахаль пакша
Ахаль пакша | ||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||||||||||||||
|
||||||||||||||
Латинла çырни | ||||||||||||||
Sciurus vulgaris (Linnaeus,1758) | ||||||||||||||
Ареал | ||||||||||||||
|
Чи пĕчĕк хăравлăхрисем IUCN 3.1 Least Concern : 20025 |
Пакша ытларах чухне лăсăллă вăрмансенче, юманлăхра, шĕшкĕлĕхре пурăнать. Йывăç çинчен йывăçа çине 10 метр таран сикме пултарать. Çĕр çине апат шырама ансан та сиксе çÿрет. Хĕлле çывăрма выртмасть. Чăрăшпа хыр йĕкелĕсен вăрри, кăмпа, мăйăр тата юман йĕкелĕ унăн чи тутлă апачĕсем шутланаççĕ. Ку чĕр чун çырлана, хурт-кăпшанка та тиркемест. Пакша хăйĕн йăвине йывăç турачĕсемпе хупписенчен тăвать, май килсен йывăç хăвăлне те вырнаçать. Пĕр вырăнта пурăнма кăмăллать.
Çулталăк хушшинче виçĕ хутчен çăвăрлама пултарать, апат сахал чухне пĕрре кăна çăвăрлать. Йăвара 10 çура таран пулать. Вĕсем эрнерен хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçлаççĕ. Пакша ĕмĕрĕ 12 çула çитме пултарать, анчах та вĕсем вăтамран 6 çул пурнаççĕ. Тăшманĕсем - сăсарсем, пăсарасем, хурчкасем. Хурчкасем çурасем щине тапăнаççĕ, ытти тăшманĕсем пакшана çывăрнă чухне хăрушă.
Пирĕн тăрăхра вăтамран 20 пине яхăн пакша пурăнать.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Позвоночные животные России: Белка обыкновенная(ĕçлемен каçă)
- Фотографии обыкновенной белки 2009 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- Sciurius vulgaris L. — Белка обыкновенная
Пакша сăнӳкерчĕкĕсем 2009 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку биологипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |