Контент патне куҫ

Ăркай

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Асамат кĕпер аркайĕ Oncorhynchus mykiss
Ӳкерчĕк:Golden Trout.jpg
Ылтăн ăркай, Oncorhynchus aguabonita
Юхан шыв ăркайĕ

Аркай - тăварсăр шывра пурăнакан темиçе тĕслĕ пулăсен пĕрлехи ячĕ, лосось, Salmonidae йышне кĕрет.

Ăркай пахалăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ăркай кĕлеткин пĕрре вуннăмĕш пайĕ тĕлĕнче, айăкки айĕн йĕрринче, çурăм ишкĕч вертикалĕ умĕнче, 15 - 24 пулă хуппи, хыçалти тухмалли патĕнчи ишкĕчĕ тĕлĕнче 13 - 19. Кĕлетки айккисем енчен лапчăклă; сăмси-янаххи кĕске те касăлчăклă; ...


Ăркайăн тĕсĕ шыв тĕсĕнчен тата шыв тĕпĕнчен, аптĕнчен тата çул тапхăренчен (вăлча сапнă тапхăрта ăркай тĕксĕмленет) килет. Акшар шывĕнче çутăрах тата кĕмĕл тĕслĕ пулă тĕл пулать, юшкăнлă е торф тĕпĕллĕ юханшывсенчи хураланать. Мăнтăр ăркай пĕр пек тĕслĕ пулать , унăн çурăмĕ çинче тумха сайрарах. Пĕр шыв калăпăшĕнчен теприне куçнă чух (ирĕк шывран çын туса хунă пĕвесене е хирĕçелле те куçарсан) ăркай часах хăйĕн тĕсне улăштарать.

Аçисем амисенчен кĕлеткипе пĕчĕкрех, пуçĕсем пысăк тата шăл шучĕ чылайрах; ватă аçисен янаххин вĕçĕçӳлеллĕ пăрăннă. Ашĕ шурă та, сарăрах та, хĕрлĕрех те пулать. Ăркай 1 м. тăршшĕ, йывăрăшĕ 20 кг таран; ытларах вăл 20-30 см вăрăммăшлĕ, 1-1,2 кг таять. Сарăрах е хĕрлĕрех çăмартисем диаметăрĕнче 4 - 5 мм. Аркайăн вăлчипе эмбриологин тĕрлĕ тĕпчевĕсенче усă кураççĕ. Аталанса пынă çем вăл ахаль ӳснинчен уйрăлма пултарать: тĕрĕс мар аталанни (икĕ пуçлă та, ытти те), гермафродитисăм тата альбинисăм.

Ăркайăн çак тĕсĕсем пур:

  • Salmo ăрачĕ
    • Адриатика ăркайĕ - Salmo obtusirostris
    • Юханшыв, кӳлĕ ăркайĕ е кумжа - Salmo trutta (темиçе кĕçĕн тĕс)
    • Лаптак пуçлă ăркай - Salmo platycephalus
    • Мрамăр ăркайĕ - Salmo trutta marmoratus
    • Амударья ăркайĕ - Salmo trutta oxianus
    • Охрид ăркайĕ - Salmo letnica
    • Севан ăркайĕ - Salmo ischchan
  • Род Oncorhynchus
    • апачăсен ăркайĕ - Oncorhynchus apache
    • Бив ăркайĕ(en:Biwa trout) - Oncorhynchus masou rhodurus
    • Лосось кларка - Oncorhynchus clarki
    • Гил ăркайĕ - Oncorhynchus gilae
    • Ылтăн ăркай - Oncorhynchus aguabonita
    • Асамлă ăркай - Oncorhynchus mykiss
  • Salvelinus (Голец) ăрачĕ
    • Salvelinus fontinalis timagamiensis
    • Америка палийĕ - Salvelinus fontinalis
    • Мăн пуçлă голец - Salvelinus confluentus
    • Мальма - Salvelinus malma
    • Озёрный голец-кристивомер - Salvelinus namaycush
    • Кĕмĕл голец (çухалнă тĕс) - Salvelinus fontinalis agassizi
  • Jourdeil, "La truite, son histoire, ses habitudes etc." (Дижон,1872);
  • Barfurth, "Biologische Untersuchungen über die Bachforelle" ("Archiv fur mikroskopische Anatomie", 27 т., 1886);
  • Kupfer, "Die Befruchtung des Forelleneies" ("Bayersche Fischerei-Zeit.", 1885);
  • Blanc, "Étude sur la fecondation de l'œuf de la truite" ("Ber.Naturf. Gesellsch. Freiburg", 8 т., 1894);
  • Голубев, "История развитияфорели" (в "Труд. Спб. Общ. Естествоиспытат.", т. 16, 1886, проток.). М. Р.-К.